
Муркашпа Кӳкеҫре ача пахчисем тӑвассине Чӑваш Енӗн парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫапла тума вӗсенчи лару-тӑру хистенӗ.
«Теле- тата фотокамерӑсемпе ӳкерсех Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклеме пуҫланӑ», — тесе пӗлтерет «Советская Чувашия» хаҫат. Ку вӑл 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Объекта 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӑна паян та хута яман. Уншӑн строительство организацине ӳпкелеҫҫӗ. Паяна ӗҫӗн 85 процентне кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Юрий Попов спикер Шупашкар раойн администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова часрах аукцион ирттерсе ҫӗнӗ строителе палӑртма, ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме хушнӑ.
Муркашра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче лицея юсаса ҫӗнетсе 60 вырӑнлӑх ача пахчи тума пуҫланӑ. Ӗҫне ҫав ҫулах вӗҫлеме пулнӑ. Анчах ӑна халӗ те хута яман. Подрядчик кӑҫал стройкӑна пырса та курӑнмасть-мӗн. Халӗ муниципалитет килӗшӗвне суд урлӑ татассипе ӗҫ пырать иккен, мӗншӗн тесен генподрядчик юсава вӗҫлеме килӗшмен имӗш.
Хула кунӗ умӗн Шупашкарти Пирогов тата Крылов урамӗсенчи ача пахчине туса пӗтерме палартнӑ. Анчах ӗҫ кая юлса пырать иккен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫурт тӑвӑм лапамӗсене ҫитсе курнӑ, лару-тӑрупа кӑсӑкланнӑ.
Пирогов тата Крылов урамӗнчи виҫӗ хутлӑ ҫурт хатӗр. Шалти ӗҫсене тумалли, хӑтлӑх кӗртесси ҫеҫ юлнӑ. Анчах ача пахчисем ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑнмасси комиссишӗн паллӑ. Хальлӗхе кӗркуннене хӑварнӑ.
Ҫурта тӑвакан подрядчиксен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ-мӗн. Юсав ӗҫӗсем тунӑ чухне ҫӗнӗ ӗҫ пурнӑҫламалли паллӑ пулнӑ. Кӑна вара чи малтанах плана кӗртмен. Ҫавна май проекта ылмаштарма тивет. Каллех вӑхӑт кирлӗ.
Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи ача пахчине ҫӗртме уйӑхӗнчех хута яма палӑртнӑ. Анчах ӗҫ кунта нумай — 2–3 уйӑха та ҫитӗ. Владимир Иванов министр палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑпа правительство енчен нимӗнле кӑлтӑк та ҫук, пӗтӗм ыйтӑва татса панӑ.
Эппин, пӑтӑрмах мӗн сӑлтавпа сиксе тухнӑ-ха? Аукционсенче яланах профессионалсем выляса илмеҫҫӗ-мӗн. Камӑн хакӗ сахалрах — ҫавна параҫҫӗ.

Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ.
Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать.

Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинче 240 вырӑнлӑх ача-пӑча пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ евӗр ҫӗнӗ майсене тӗпе хурса туса лартнӑ. «Хӗвеллӗ хула» ят панӑскер ҫиччӗмӗш номерлӗ шутланать. Ку ача-пӑча пахчи — юлашки икӗ ҫулта уҫнӑ ҫавӑн йышши иккӗмӗш учреждени.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетлӗ учрежденине уҫнӑ май ҫӗрпӳсем 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасен ача-пӑча пахчине ҫӳремелли черетне татнине пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов сывлӑхлӑ, ҫирӗп тата ӑслӑ ӳсме суннӑ.
Шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденине уҫма яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата министрсем пулнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе ҫӗрпӳсем 150-шер метр тӑршшӗ ялавсем — Раҫҫейӗнне тата Чӑваш Енӗннне — тутарттарнӑ. Ялавсене ачасем ача-пӑча пахчи патне пыракан ҫулӑн ик енӗпе тӑрса тытса тухнӑ.
Cӑнсем (89)

Ҫӗрпӳ хулинче кӗҫех ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Унӑн алӑкне Республика кунӗ умӗн уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе «Кӑнтӑр» микрорайонта вырнаҫнӑ 7-мӗш ача пахчинче ӗҫ хӗрӳ пырать.
Ҫурт тӑвӑм мӗнле пынипе нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов паллашнӑ. Ҫывӑхри лаптӑка хӑтлӑх кӗртнӗ: газон курӑкӗ акнӑ, тротуар плиткине хунӑ, ача-пӑча лапамӗ тунӑ.
Пӗчӗкскерсене ҫӗнӗ ҫуртра чылай лайӑххи кӗтет. Кунта музыка, ташӑ, спорт енӗпе хатӗрленмешкӗн пӳлӗмсем пулӗҫ, вӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ.
Халӗ строительствӑна вӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ача пахчин ятне чӑвашла парсан тем пекехчӗ.

Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ.
«Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова.
Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ…
Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова.
Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн.
Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ.
Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн.
Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ.
Ултавҫӑсем пек тавҫӑруллӑ ҫын ҫук та пулӗ. Мӗнле кӑна тыттармаҫҫӗ-ши вӗсем: социаллӑ ӗҫчен тесе те калаҫҫӗ, «инкеке лекнӗ» тӑвана пулӑшма хатӗр йӗрке хуралҫи те «пулса тӑраҫҫӗ». Халӗ тата вӗсенчен пӗрисем вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе тыттарнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар.
Телефонпа шӑнкӑравласа ҫынна шӑнман пӑрпа лартса яракансем хальхинче Шупашкарти Мускав районӗнчи ача-пӑча пахчисен тӑватӑ ертӳҫине тыттарма пӑхнӑ. Хӑйӗнпе ултавҫӑ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе паллаштарнӑ. Шӑнкӑравлакан этем шкул ҫулне ҫитменнисен хулари учрежденийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслессине систернӗ. Анчах хӑйӗнпе лайӑх пулсан, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ счет ҫине укҫа куҫарсан пулӑшма пулнӑ. Ача-пӑча пахчисенчен виҫҫӗшӗн ертӳҫи ун пек каланине хӑлхана та чикмен темелле. Пӗри шикленсе ӳкнӗ курӑнать — 100 пин тенке куҫарса панӑ. Сӑмах май, банк карттине Новосибирск облаҫӗнче регистрациленӗ иккен.

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.
«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.
«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем валли Л.Н. Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑша илсе кайса кӑтартнӑ.
«Хӑйне майлӑ кӗнекесен ҫӗршывӗнчи ҫулҫӳрев» ятпа йӗркеленӗ экскурси вӑхӑтӗнче ачасене куҫ начар куракан ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Пӗчӗкскерсене ун пек кӗнекене кӑларма шухӑшласа кӑларнӑ Франци тифлопедагогӗн Луи Брайлӑн кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. 1809 ҫулта ҫуралнӑ ҫын 43 ҫул кӑна пурӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫсӑррисем валли алӑпа хыпашласа вуламалли шрифт шухӑшласа кӑларма ӗлкӗрнӗ.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем ачасене вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсене, кӗнекесене кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне «Калаҫакан кӗнеке» пайпа та пӗчӗккисем кӑсӑклансах паллашнӑ. Унта CD-диск ҫине пухнӑ аудиокӗнекесене, аудиокассетӑсене, флешкарттӑсене кӑтартнӑ.
Сӑнсем (4)
